Вернуться на главную страницу
Вернуться на главную страницу Просмотреть контактные данные Просмотреть карту сайта Перейти в гостевую книгу Перейти на страницу импорта новостей
Христос Туррaмaр Cуралнa праcник ячeпе Чaваш митрополиeн пуcлaхe, Шупашкарпа - Чaваш митрополичe Савватий, Христос тeнне шанчaклa тытса тaракан мeн пур чиркy cыннисене саламласа янa cыру

ПОСЛАНИЕ В ФОРМАТЕ PDF

Христос Туррaмaр Çуралнa праçник ячeпе

 Чaваш митрополиeн пуçлaхe, Шупашкарпа - Чaваш митрополичe Савватий, Вырaс Чaн-тeн Чиркeвeн Шупашкарпа -Чaваш епархинчи священниксене, монахсене тата Христос тeнне шанчaклa тытса тaракан мeн пур чиркÿ çыннисене саламласа янa çыру. 

 

 

«Хaй аллипе тунa этем пeтнине кура, пурне те пултаракан Турa пeлeтсене тайaлтарса аннa…»

(Христос Туррaмaр Çуралнa кунхи канон тропарe)

Туррaн савса, чeнсе илнe священникeсем, монахсем тата Шупашкарпа – Чaваш епархинчи Турра юратса пурaнакан   мeнпур чиркÿ çыннисем!

Паян Чaн тeне тытса тaракан Таса Чиркÿ Христос Çуралнa мухтавлaран та мухтавлa, çaлaнaç кÿрекен аслa та паллa куна хисеплесе праçник тaвать. Эпe те сире, савнa тaванaмсем, пурсaра та çак нумай вaхaт кeтнe кун ячeпе саламлатaп. Этем aрaвe, Турa Адампа Евaна панa сaмаха астуса, мeн авалтанах тeнчене Çaлакан килессе кeтсе пурaннa. Çeнe Сaмах пуçлансан, Христос çeр çине килнeренпе, халe энтe эпир те тарaн, ырa туйaмпа тата тeлeнмелле савaнaçлa кaмалпа çак хeллехи куна кeтсе илсе чиркÿ кeллинче, «Христос çуралнa, мухтаса юрлaр!» тесе аслaласа мухтаса чeннине илтетпeр.

Туррaн агелeсем Христос тeнчене килнине пeлтерсе, çaлaнaçпа çeнтерÿ юррине мухтаса юрланa: «Мухтав çÿлти Турра, çeр çине канaçлaх килчe, çынсене ырaлaх çитрe» (Лк. 2:14). Çав вaхaтран пуçласа, савaнaçлa та мухтавлa хыпар пeтeм этемлeх валли ырaлaх пулса тaнa. Пeтeм тeнчешeн паянхи çeрлехи каç Вифлиемри чухaн çeр витере, çынсенчен аякра «Чaнлaх хeвелe» çутaлса кайнa. Çак ырaлaха чaн малтан курса тaракансем мeскeн кeтÿçeсем пулнa. Хeвелтухaçeнчен çaлтaр ертсе пынa çaлтaрçaсем тeнчене Çaлакана парнесем- ылтaн, ладан, смирна парса ÿксе пуççапнa. Пeтeм тeнче хeпeртет, пeлeтпе çeр тeлeнмелле савaнать - Ангелсем мухтаса юрланипе кeтÿçeсен мeскeн кeлли тата тeлeлeнмелле çaлтaр хыççaн çaлтaрçaсем çула тухни пeрлешет. Çав вaхaтран пуçласа эпир те, Çÿлти Атте Туррaн ачисем, Христоса eненсе, пeрле пуçтарaнса, «eмeрхи Турa пирeншeн ача пулса çуралнa» тесе савaнса юрлатпaр (Христос Туррaмaр Çуралнa кунхи кондак).      

Шухaшласа пaхма та йывaр, пуринчен те хaватлa Турa, «Патшасенeн Патши тата пуçлaхсенeн Пуçлaхе» (1 Тим. 6:15), хисепсeр, питe чухaн вырaнта, Хaй çине этем ÿтне илсе выльaх сырaшeнче çуралнa. Çын пурaнакан пeр кил-çуртра та Çуралнa Турa валли вырaн тупaнман, çeр çинче малалла пурaннa чухне те Христос Туррaмaрaн канлeх пулман: «тилeсен те шaтaкe пур, вeçен кайaксен те йaви пур; Этем Ывaлeн ниçта пуçне чикме те вырaнe çук» (Лк. 9:58). «Тeнче Пуçлaхe хaватлa Турa, eмeрлeхeн Ашшe» (Ис. 9:6) çав таранччен мeскeннeн çуралнинпе Хaй мeншeн килнине кaтартса парать «Этем Ывaлe Хaйне пулaштарасшaн килмен, Хaй пулaшасшaн, нумайaшне çaласшaн Хaй чунне пама килнe» (Мф 20:28).

Хaватлa Аслa Турa çылaхлa тeнчене килет, этем ÿтне Хaй çине илсе aна Турaлaхeпе пeрлештерет, Христоса eненекенсене Туррaн ачисем туса, вeсене Çÿлти Патшалaха кeме тивeçлe тaвать. Aнланма çук, тeлeнмелле Турa ÿт илнe eç çинчен «Этем ÿтне илсе çын пулнa пулсан та, Хaйeн Турaлaхне çухатман» тата «ку тeлeнмелле eçе çын aнланма пултараймасть» тесе çырать тeлeнмелле eçсем тaвакан Неокессарийaра архирей пулса пурaннa Григорий.

Яланхи пекех, Христос Туррaмaр Çуралнине кeтсе илнe май, çак иртнe çул пирeн пурнaçра пулса иртнe паллa самантсене пaхса тухар. Иртнe çул пире Турa таса пурнaçлa Святой Матронaпа нумай асапсем тÿссе вилнe çeнтерÿçe Святой Георгийeн çeрмен таса учeсен умeнче кeл тума  тивeçлe турe. Çав таса ÿтсене пысaк хисеп парса пуççапма Шупашкар хулинчи Таса Хeр Марияна  чиркeве илсе кÿртнe ятпа лартнa аслa чиркeве илсе килчeç. Тата Шупашкар хулинче Радонежри таса пурнaçлa Сергий Атте ячeпе лартнa чиркeве хaпартас eç те малалла тaсaлать, çак çултан пуçласа çак чиркÿре Турра кeл тaвас кeлe йeркисене пуçарса янa. Чaваш çeрeшeн Пeтeм тeнчери Вырaс Халaх Ушкaнeн уйрaм пайне уçни те пысaк вырaн йышaнать. Малалла пире пысaк та пeлтерeшлe eçсем кeтеççe. Священниксене, чиркeве çÿрекен халaха та вeсен кeллишeн тата тaрaшуллa eçeсемшeн тав сaмахe калас килет, малалла та сирeн Христос Туррaмaрaн заповедeсене тытса тaрас хастарлaхaр  ан чактaр.

Украина çeрeнче пулса иртекен лару-тaру  чeрене ыраттарать. Унта пулса иртекен eçсем нумай çынсен чeрисене пaшaрхантараççe. Чaн тeне тытса тaракан Вырaс тата Украина халaхне пeтерсе салатса ярас тесе тaрaшакан усал шухaшлa çынсем çeнeрен те çeнe меслет шухaшласа кaлараççe. Тeрeс тeне тытса тaракан чиркeве тата чиркÿ халaхне хирeç патшалaх шайeнче законсем кaларса, халaхра чaтaмсaрлaх, курайманлaх ÿссе пынa пирки чиркÿсене, монастырсене тата чиркeвeн таса япалисене турта-турта илеççe. Анчах та Турa мaшкaла юлмасть. Сире пурсaра та Украинaри Чaн Тeне тытса тaракан чиркÿшeн, вeсенeн архиерейeсемшeн, священникeсемшeн, монахeсемшeн, чиркÿ халaхeшeн чунтан-вартан, пeтeм чeререн кeлтума ыйтатaп, мeншeн тесен вeсем нимeнрен хaрамасaр чиркÿ пайланса каясран тата унaн тeрeслeхне сыхласа хaварассишeн тaрашаççe.

Кам вaрça хирeнче вaй хурать: пирeн пичче – шaллaмсем, аттесем,  ывaлсем тата вeсене  вaй çитнe таран пулaшма тaрaшакансене  çак  çырура тав сaмахe калас килет. Çак пулaшу пирeн вaрça хирeнчи салтаксене пысaк вaй парса тaрать, эпe ун çинчен питe лайaх пeлетeп. Кам хaйeн çывaх çыннисене, тaванeсене çухатнa тата сусaрланса нуша куракансене пурне те пирeн пурин те вaй çитнe таран пулaшу кÿме тaрaшас пулать.

Таса аттесем, Турра юратса пурaнакан монахсем тата хаклa тaванaмсем! Эпир нумай кeтнe Христос Туррaмaр çуралнa праçник те çитрe.  Хaйeн çуралнa мухтавлa сÿнми çуттипе ырa кaмaллa Христос Турa сирeн ÿтeрсене те чунaрсене малашне те таса чиркÿшeн тата тaван çeршывшaн тaрaшма вaй парса тaтaр. Сире пeтeм чун-чeререн савaнaç, ырaлaх, Туррaн ирeкне тата заповeдeсене тытса тaрса Христос Турaпа пeрле пулма сунатaп. Пире Çaлакан çуралнa Христос сире ырa пурaнaç, вaрaм емeр парса пeр шухaшпа пурaнма пиллетeр. Яланхи пекех çак таса кунсенче сире хaвaра тeл пулнa çынсене пурне те архиерей пиллeхне çитерсе праçник ячeпе саламлaр.

 

 

Шупашкар тата Ч?ваш митрополич?,

Ч?ваш митрополий?н пуçл?х?

САВВАТИЙ.

2023/2024

ВКонтактеМой МирОдноклассники
  • О Епархии
  • Новомученики земли Чувашской
  • Правящий Архиерей
  • История Православия в Чувашии
  • История митрополии
  • Завещание великого просветителя Чувашии И.Я.Яковлева Чувашскому народу
  • Библия на чувашском языке
  • Центр подготовки церковных специалистов
  • Сектор заочного обучения
  • Образовательные стандарты
  • Отделы
  • Епархиальный отдел по религиозному образованию и катехизации
  • Епархиальный отдел по делам молодежи
  • Епархиальный миссионерский отдел
  • Епархиальный отдел по церковной благотворительности и социальному служению
  • Епархиальный отдел по тюремному служению
  • Епархиальный отдел по взаимодействию с вооруженными силами и правоохранительными учреждениями
  • Епархиальный отдел по взаимоотношениям Церкви и общества
  • Комиссия по канонизации святых Чувашской митрополии
  • Храмы
  • Монастыри
  • Новости
  • Архиерейское служение
  • Публикации
  • Анонсы
  • СМИ
  • Телевизионные и радио программы
  • Газеты, журналы
  • Журнал "Бог и человек. Вестник Чувашской митрополии"
  • Персоналии
  • САВВАТИЙ, митрополит Чебоксарский и Чувашский, глава Чувашской митрополии
  • СТЕФАН епископ Канашский и Беловолжский
  • Секретарь Епархиального Управления
  • Фотогалерея
  • Видеогалерея
  • Гостевая книга
  • Контакты и реквизиты
  •