Хаклa тaванaмсем!
Сире пурсaра та вун икe аслa уяв шутeнчи уяв ячeпе – Иисус Христос Туррaмaра хирeç тухса илнин уявeпе – пeтeм чун-чeререн саламлатaп. Тeнчере тeрлe çeрте пурaнакан пур христиан та паян пeр тeлeнмелле куна аса илсе савaнать: çав кун таса пурaнaçлa Симеон ватa Иерусалимра Турa Çуртeнче Турa Ачана Иисус Христоса алa çине илме тивeçлe пулнa. Турра алa çине илес Симеона малтанах каласа хунa: вaл Çaлакан Христоса куриччен вилес çук. Ун eнтe нумай-нумай çул кeтме тивнe. Сaваплa Çыруран эпир çакна пeлетпeр: Турaпа тeл пуласса сaваплa ватa ик çeр çул ытла лaпкaн кeтсе пурaннa. Тeлeнмелле тeл пулу Çaлаканaмaр хeрeх куна çитсен пулса иртнe: Турaпа – этем, Тeнчене Пултараканпа – Хaй пултарнисем аллипе тунисем, Вeçeмсeрри – вeçeмлипе, Eмeрхи вaхaтлaххипе тeл пулнa.
Эпe тата Чaваш ен çамрaкeсене Чaн тeнлe çамрaксен кунe ячeпе пeтeм чун-чeререн саламлатaп. Çак икe уяв пeр вaхaта килни aнсaртран мар. Иисус Христос Туррaмaра хирeç тухса илнине, этем Турaпа тeл пулнине нихçан та манмалла мар, вaл пирeн aсра та, шухaшра та пулмалла. Этем пурнaçeнче aнсaрт тeл пулусем те, кирлe тeл пулусем те пулаççe. Этем пурнaçeнчи чи кирлe тeл пулу вара – Христоспа тeл пулни. Ку eнтe – вaрттaнлaх, кашни çыннaн хaйeн вaрттaнлaхe. Христос Туррaмaра хирeç тухса илнин уявe пире çакна уçса парать: этем Турaпа тeл пулакан ятарлa вырaн вaл – Чирк?. Чирк?ре чухне эпир яланах унта Тeнчене Пултараканпа тeл пуласса кeтетпeр. Çавнашкал тeл пулу хыççaн пирeн eнтe тасалaх енне aнтaлмалла, aс-хакaла пуянлатмалла, Туррaмaр хамaра Сaваплa Çырура каланa сaмахсене пурнaçлама тaрaшмалла. Çакна пурнaçламашкaн Турa пире вaхaт – кeл тумалли, eçлемелли, вeренмелли, пeр-пeрне пулaшмалли, Турa ирeкне пурнaçламалли вaхaт – панa. Паянхи çамрaксене манaн çапла калассaм килет: вaхaта перекетлeр! Хaш чухне вaхaт нумай пек туйaнать, анчах вaл иртсе каять те, aна сая янaшaн ?кeнмелли çеç тaрса юрать. Вaхaта каялла тавaраймастaн. Çавaнпа aна усaллa ирттерме тaрaшaр.
Хаклa тaванaмсем! Туррaмaр сире пысaк чун-хавалe те çирeп вaй-хал патaр, aс-халпа ?сeнмешкeн тeрек патaр, вaхaтпа тeрeс усa курмашкaн aс патaр.
Шупашкар тата Чaваш митрополичe, Чaваш
метрополийeн пуçлaхe высокопреосвященный Савватий.
15 Февраля, 2021.