Вырaс Чaн Тeн Чиркeвeн Шупашкарпа-Чaваш епархийeн священникeсене, монахсене, пeтeм eненекене
«Ырaлaх парса, усала eçлесе тaнине пeтерес тесе Турa Хaй çине чура сaнарне илсе çeр çине çуралать…» (Раштав стихирe.)
Шупашкарпа-Чaваш епархийeнчи савнa тaванaмaрсем: священниксем, монахсем, Турра юратакан пeтeм халaх!
Турра юратакан тaванaмсем, сире пурсaра та тулли савaнaçлa чун-чeререн аслa та çутa уяв ячeпе – Иисус Христос Туррaмaр çуралнa ятпа саламлатaп.
Тeнчери Христос тeнне тытса тaракан пур халaх та, çак чаплaран та чаплa, мухтавлaран та мухтавлa уява – Христос çуралнa куна, ырaлaхпа тулнa тeлeнмелле кaмaл-туйaмпа кeтсе илет. Пeлeт вaхaт-вaхaт шaпланать, пeтeм тeнче хeпeртет, мeн пултарни пурте «тeлeнмелле eç пуласса» кeтсе савaнса тaрать. ?тсeрри ?тленсе çуралать, Вилeмсeрри вилeмлe тeнчене анать, вaхaтран уйрaлса тaраканни тeнчене килет, вaхaтпа çыхaнни пурте улшaнать, вaхaт шунине пaхaнса тaрать.
Турa ?тленсе курaнни - aнланса илме çук тeлeнмелле eç. Нумай халaхсем Турa çeр çине килессине питe хытa шавлa , чаплa та мухтавлaн, çeнтер?çe пек килe тесе тaнa. Çапах та пурне те пултаракан Турa этемлeхе урaххaн уçaлса курaннa. Лaпкaн, пaлханмасaр, сaпайлaн та мeскeннeн – мeнле тeллевпе кирлe пулнa , çавaн пек килнe. Çeр çинчи мухтавлaхпа мар, чухaн çeр витере, пуян та пурçaн тумтирпе мар, выльaх валли апат памалли сырaш çинче, чаплa çeнтер?çe пек мар, йaвашaн та мeскeннeн килнe.
Çакaн пек пeлтерeшлe сaмахсемпе танлаштарса aнлантарас тесе, «пeлсе çитме çук ак çак пысaк eçе» (I Тим. 3:16) aнланма ахаль мар, вaл питe тарaн шухaш тытса тaрать. Мускаври митрополит пулнa архиерей Филарет çак тeлeшрен çырать: «Эй eненекенсем, Хaйeн ирeкeпе пирeншeн мескeнленнe, пире Çaлакан Аслa Туррaмaртан тeлeнер, ку та сахал-ха. Унaн çак мeскeнлeхe умeнче хaраса тaрар, ку та çителeксeр». Малалла таса пурнaçлa святой архирей вeренме чeнет: «Иисус Христос тeслeхeпе хамaра хамaр асла хурар мар тата Турa панa ырaлaхпа ыттисенчен çуллe пулар мар, хамaр aшра та ыттисен умeнче те мeскeнленер». Таса Евангели çинче Туррaн çак сaмахeсене вулатпaр: «Этем Ывaлe те Хaйне пулaштарасшaн килмен, Хaй пулaшасшaн, нумайaшне çaласшaн Хaй чунне пама килнe» (Мф. 20:28) тенe. Тeнчене Пултаракан, aна тытса тaракан пуçлaхсен йeркине пaсма, çeр çинчи тeнчене тытса тaрас теекен çeнe йeрке те к?ме, пeтeм тeнчене тытса тaрас тата халaхсене пeтeм çeр çинчи пурлaхпа та пуйтарас тесе килмен. Пурне те Пултаракан Aслaлaх, ытти eçсепме танлаштарма çук тeп пeлтерeшлe eçне туса çитерес тесе килет – «çухалнисене шыраса тупса çaлма килнe» тенe (Мф. 18:11). Çак Туррaн этемлeхе çaлас eçне – Хaйне Хaй мeскeнлетсе тeнчере ?тленнe Турра – кам этем вaйe çине, е çeр çинчи чаплaлaх çине, е пeтeмпех çeр çинчи пурлaх çине, мeскeнлeхпе ырa кaмaллaха айван та вaйсaр хисепе хурса пурнaç пуçлать – ун пек çынсене йышaнма хeн. Çак сaмахсем çинчен шухaшлар та, aшeсенче Турра тытса пурaннa святой аттемeрсем вeрентнe тaрах хамaр aш-чике, «чуна кeрсе пaхар». Ытти çынсем çинче пуç пулса тaрас, вeсене хамaр алaра тытса тaрас шухaш шырамастпaр-и? Çeр çинчи пурлaхпа пуяс енне туртaнмастпaр-и эпир? Хамaр тeлeшрен, хамaр йери тавра пурaнакан çынсем патне курайманлaх, киревсeр eç хупласа илмен-и пире? Хамaр пурнaçра Турa законне, çак закон тaрaх пурaнас тeллеве çухатман-и эпир? Ыйтусем тарaн шухaшран та тарaн. Иисус Христос Туррaмaр çeр çине мeскeнленсе ?тленсе килнe eç урлa пирeн çaлaнaç пулса иртнe, çак ыйтусен çивeчлeхне туйманран пирeн çaлaнас eç тeлeшрен Турa законне пaсакан çaмaлтай та йеркесeр усал шухaшсем çуралаççe.
Христос Туррaмaр çуралнa праçнике кeтсе илнe май иртнe çул пирeн пурнaçра пулса иртнe пулaмсене пaхса тухар. 2022-мeш çулта пирeн епархинче чаплa паллa кунсенпе аса кeрсе юлчe, вeсенчен пeри: Чaваш митрополийe йeркеленни вунa çул çитрe, эпир aна тивeçлипе палaртрaмaр; Чaваш епархине Таса Турa Амaшeн пиçиххийeн пайне, Радонежри таса пурaнaçлa Сергий аттен, Крымри архиерей пулса пурaннa Лукан, Киприанпа Иустина святойсен çeрми ?чeсене хисеплесе кeл туса пуç -çапма илсе килчeç. Пирeн пата, хaнасене хапaллакан Чaваш çeрe çине чылай архиерейсем килсе кайрeç. Вeсемпе пeрле кeл тумалли, пeрле eçлемелли савaнaçлa тeлпулусемшeн Туррaмaра Унaн вeçeмсeр юратaвeшeн, иксeлми ырaлaхeшeн тав тaватпaр.
Паянхи кун Украинaри лaпкa мар лару-тaру пурин чeрине те пaшaрхантарать. Эпир хамaр халaхaн тeп пурнaç тапхaрне пурaнса ирттеретпeр, тулашри тaшман «святой Вырaс çeрeнчи пeр халaха пайласа-салатса пeтерешсeн кeтет». Пирeн çeршыва пур енчен те тапaнма, хeстерме хaтланаççe, çавaнпа пирeн пeр-пeрне пулaшса, кeлe хaвачeпе тeрекленсе пeрлешмелле. Паян пирeн тaвансем, аттесем, пичче-шaллaмсем, ывaлсем малти ретре тaраççe, мeн кирлипе тивeçтерсе тaнисeр пуçне вeсене кeлe вaйeпе пулaшар. Пурте пeр чeлхеллe, пeр чeреллe пулса, пeтeм чун-чeререн eненсе, eмeтленсе, шанса, Пурне те тытса тaракан Турра тата Aна юрaхлa пулнa святойсене тeнчене килeш? патaр тесе тархаслар.
Чыслa аттесем, Турра юратакан монахсем, хаклa тaвансем! Сире пурсaра та аслa та савнaçлa уяв ячeпе – Христос çуралнa ятпа саламлатaп. Кирек açта пулсассaн та – тaван килтен инçетре-и, больницaра-и, тeрмере-и, вaрça хирeнче-и – çакна пeлсе астуса тaрaр: Христос пурнишeн те çуралнa. Пысaк ырaлaхлa Туррaмaр никама та пaрахмасть, Унaн тивлечe – aшaтакан, чeрене пиллeх, канaçлaх, ырa лaпкaлaх паракан тивлет пурин патне те çитет. Хамaр тeрeс eненнипе,ырa кaмaлпа Турра юрaхлa eçсем тума пуçлани – Aна пирeн парне пултaр.
Хаклa тaвансем, тeнчене çуралнa Çaлакан сире пурсaра та ырa сывлaхпа вaрaм кун-çул пиллетeр. Ырa йaлапа эпe сире хaвaр çул çинче тeл пулнa кирек кама та манран архиерей пиллeхне парса аслa уяв ячeпе саламлама ыйтатaп.
Çуралнa Христоса савса САВВАТИЙ,
Шупашкарпа Чaваш митрополичe, Чaваш митрполийeн пуçлaхe Христос çурални (Раштав)
Шупашкар хули.
2023 ç.