Вернуться на главную страницу
Вернуться на главную страницу Просмотреть контактные данные Просмотреть карту сайта Перейти в гостевую книгу Перейти на страницу импорта новостей
Шупашкар Тата Чaваш митрополичe, Чaваш митрополийeн пуcлaхe Высокопреосвященнaй Савватий Пасха уявe ячeпе янa cыру

Вырaс Чaн Тeн Чиркeвeн Шупашкар-Чaваш епархийeн священникeсене, 
монахсене, пeтeм eненекен

Пасха, илемлe Пасха, Турa Пасхи! Пирeншeн паян çутaлса килчe! 
Паян Пасха! Савaнса пeр-пeрне ыталар!.. 
(Пасха стихирe). 

 

Турра савакан тaванaмсем, сире пурсaра та Пасха уявeн тeнчене çaлакан мухтавлa сaмахeсемпе саламлатaп: Христос Чeрeлнe!



Çак икe сaмахпах – Иисус Христос вилeмрен чeрeлсе тaнине çирeплетекен – паянхи аслa уявaн пeлтерeшне сaнласа пама пулать, унaн мухтавне сaнарламашкaн çак икe сaмах та çителeклe. Анчах та святой апостол Лука евангелист мeн каланине аса илер-ха: вaл «çыннaн чeлхи-çaварe кaмaлe туллирен калаçать» тенe (Лк. 6:45). Чaнахах та çапла: çак çутa кун пирeн чун-чeрере туп-тулли савaнaç, эпир савaнмасaр, хeпeртемесeр чaтаймастпaр. Хаклa тaванaмaрсем, çавaнпах эпe те сире тулли савaнaçлa чун-чeремрен яланхи ырa йaлапа Пасха ячeпе саламлатaп.

 

Христос чeрeлсе тaни – чaн аслa уяв, вaл уявсенeн уявe, савaнaçсенeн савaнaçe. Уяв юрринче те, священниксем вeрентсе каланинче те тaтaшах çак сaмаха илтетпeр, таса аттесен çырaвeсенче те çавнах вулатпaр. Этем aсe пeлейми Хaвата – Иисус Христос вилeмрен чeрeлсе тaнине, Вaл пире, этемсене, Çaлaнaç панине aнланмашкaн нумай вaхaт тaрaшмалла, нумай вaй хумалла: çак Хaват пeтeм тeнчене тeппипе улaштарнa, вaл пирeн çaлaнaçaн никeсe пулса тaнa. Иисус Христос вилeм витeр тухнa, анчах та вилeм Aна çeнтереймен, ун çинчен Пасха юрринче çапла юрлаççe: «вилeмeпе вилeме çeнтерсе» теççe. Христос чeрeлсе тaнa самантран пуçласа Христос тeнне тытса тaраканшaн eмeрлeх пурaнaç пуçланать: «Вилeм пeтнeшeн, тамaк вaйe çeмeрeлнeшeн, çeнeрен пуçланнa eмeрлeх пурaнaçшaн» (Пасха канонeнчи çиччeмeш юррaн иккeмeш тропарe). Христос чeрeлсе тaни чaн тeн Чиркeвeнче тeп вырaн йышaнса тaрать. Вaл чeрeлсе тaни тата Aна eненекенсем чeрeлсе тaрассине пeлтерет: «пурте хaй йeркипе пырать: малтан Христос чeрeлсе тaнa, унтан, Вaл килнe чух, Aна eненнисем чeрeлсе тaрeç» (I Кор. 15:23). Çапла eнтe, пирeн çакна aнланас, пeлес пулать: Христос чeрeлсе тaни пире, Христос тeнне тытса тaракансене, пурсaмaра та тивет: пирeн валли eмeрлeх пурaнaç патне çул Уçакана, пирeншeн, пире çaлассишeн хaрушa асап т?снe Хрисоса eмeр-eмeрeпе тав туса аслaласа мухтамалла.

 

Мaнкун кунeсем – чaн савaнaçлa та телейлe кунсем. Çак аслa кунсем мана Иван Сергеевич Шмелев çырнa «Лето Господне» кeнекен сыпaкне аса илтерчeç. Кeнекен тeп геройe – Иван ятлa пeчeк ача Мaнкун çитнeшeн мeн тери савaнать вaл! Уншaн пeтeм тeнче калама çук илемлe. «Пур енчен те чан сасси янaраса тaрать: чанe мaн сасaлли те, чанкaл-чанкaл тaваканни те пур. Уяв кeвви, уяв сасси! Кунe те илемлe, чан сасси те илемлe! Ытарайми Пасха! Пур çeрте те – хeретнe çaмарта хуппи, вeсем кeрен, хeрлe, кaвак, сарa, симeс тeслeскерсем к?лленчeк тeлeнче çутала-çутала илеççe». Ним иккeленмесeр калама пулать: ача чухнехи савaнaçлa та ырa Мaнкун кунeсем eмeрлeхе аса кeрсе юлаççe. Кашни çыннaн хaйeн аса илeвe. Манaн та пур çав евeрлe кунсем. Вeсем маншaн тaванран та тaван Введени соборeпе çыхaннa. Мaнкун савaнaçне нимeнпе те танлаштараймастaн. Пирeн çав савaнaçа çухатас марччe, eмeрлeхе упраса хaварасчe. Хальхи саманара маншaн пулсан ик айкки те тaвайaкки тенине илтме пулать. Япaх та сиенлe сaмах. Çавнашкал калаканe пуринчен ытла хaйeншeн тaрaшни курaнать. Çапла пурaннa май ун чeри хытса пырать, вара вaл – хытa чeреллeскер – пысaк çылaх патнех çитсе тухать. Çак хaрушлaхран сыхланмалла. Ку – халь сиксе тухнa кaлтaк мар, эпир кун çинчен Евангелири пeр ырa чeреллe Самария çынни çинчен çырнa ытарaша вуласа пeлнeччe (Лк 10:30–37). Çавaнпах эпe сире çынпа тимлe пулма чeнетeп, пулaшу кирлине пулaшма хатeр пулaр, уça кaмaллa та тараватлa пулaр. Кулленхи хeвeш?ллe пурaнaçра та ыррине асaрхама тaрaшaр, кирек кама та хисеплесе ырa сунaр. «Хaвaр валли çeнe чeрепе çeнe сывлaш тaвaр» (Иез. 18:31). Евангели вeрентнине тeплeн, юратса тума тaрaшaр, святитель Феофан Затворник каланa пек сирeн чун хавалe тапса тaтaр; aна вaйлантарма та пулать, с?нтерме те пулать: çак чун хавалe с?нсессeн, христианин пурaнaçe те с?нет… Чун хавалe тапса тaтaр тени пeтeм чун-чeререн Турaшaн eçлемеллине, Унaн ирeкне тeплeн туса тaмаллине пeлтерет…

 

Темиçе çул eнтe пeтeм тeнче хaрушa чирпе кeрешет. Пандеми пиншер çын пурaнaçне татрe. Хeрхенекен кaмaллa Туррaмaр х?тeленипе хальхи вaхaтра ку чир чакса пырать, сыхлaх меслетне те çaмaллатаççe. Анчах та халь тепeр тeрлe хaрушa тапхaр сиксе тухрe: айккинчен хeтeртсе тaнипе Украинaра вaрça пуçланчe. Пирeн халaх пeр вaхaтра Христос тeнне йышaннa, халь çакa икe тaванла халaх хушшинче юн тaкaнать. Эпe сире кулленхи кeлeре Пурне те Тытса тaракан Туррaмaра тархасласа кeл тума ыйтатaп: Вaл хeç-пaшаллa хирeçeве чарса çeр çине канaçлaх к?ринччe. Эпир eнтe псалом юрланa Давид патша вeрентсе каланине аса илер: «Эй Турa çине шанакансем, пурсaр та тeреклe пулaр, чeрeрсене хaватлaлантарaр» (Пс. 30:25). Темeнле инкек-синкек сиксе тухсан та, темeнле хурлaх т?сес пулсан та Христос вилeмрен чeрeлсе тaни пирeншeн пуриншeн те аслa савaнaç пултaр.

 

Чыслa аттесем, Турра юратакан монахсем, хаклa тaванaмсем! Сире тулли савaнaçлa чун-чeремпе пурне те çaлакан çутa уяв ячeпе – Христос чeрeлсе тaнa ятпа саламлатaп. Нумай ырaлaхлa Турa сире пурсaра та Хaйeн Çуттипе çутаттaр, Чирк?шeн, Тaван çeршывaмaршaн, тaвансемшeн ырa eç тумашкaн вaй-халпа тeреклeх патaр. Ырa йaлапа каллех сире пурсaра та архиерей пиллeхне парса çак сaваплa кунсенче хaвaра тeл пулакан çынсене аслa Мaнкун ячeпе саламлама ыйтатaп.

 

Чeрeлсе тaнa Христоса юратса,
+ШУПАШКАР ТАТА ЧAВАШ МИТРОПОЛИЧE САВВАТИЙ

 

Шупашкар хули, 2022çул.
ВКонтактеМой МирОдноклассники
  • О Епархии
  • Новомученики земли Чувашской
  • Правящий Архиерей
  • История Православия в Чувашии
  • История митрополии
  • Завещание великого просветителя Чувашии И.Я.Яковлева Чувашскому народу
  • Библия на чувашском языке
  • Центр подготовки церковных специалистов
  • Сектор заочного обучения
  • Образовательные стандарты
  • Отделы
  • Епархиальный отдел по религиозному образованию и катехизации
  • Епархиальный отдел по делам молодежи
  • Епархиальный миссионерский отдел
  • Епархиальный отдел по церковной благотворительности и социальному служению
  • Епархиальный отдел по тюремному служению
  • Епархиальный отдел по взаимодействию с вооруженными силами и правоохранительными учреждениями
  • Епархиальный отдел по взаимоотношениям Церкви и общества
  • Комиссия по канонизации святых Чувашской митрополии
  • Храмы
  • Монастыри
  • Новости
  • Архиерейское служение
  • Публикации
  • Анонсы
  • СМИ
  • Телевизионные и радио программы
  • Газеты, журналы
  • Журнал "Бог и человек. Вестник Чувашской митрополии"
  • Персоналии
  • САВВАТИЙ, митрополит Чебоксарский и Чувашский, глава Чувашской митрополии
  • СТЕФАН епископ Канашский и Беловолжский
  • Секретарь Епархиального Управления
  • Фотогалерея
  • Видеогалерея
  • Гостевая книга
  • Контакты и реквизиты
  •