Вернуться на главную страницу
Вернуться на главную страницу Просмотреть контактные данные Просмотреть карту сайта Перейти в гостевую книгу Перейти на страницу импорта новостей
ШУПАШКАР ТАТА ЧAВАШ МИТРОПОЛИЧE, ЧAВАШ МИТРОПОЛИЙEН ПУCЛAХE ВЫСОКОПРЕОСВЯЩЕННAЙ САВВАТИЙ РАШТАВ ЯЧEПЕ ЯНA CЫРУ

 

Вырaс Чaн Тeн Чиркeвeн Шупашкар-Чaваш епархийeн священникeсене, манахсене, пeтeм eненекенсене

 

«Паян çeр çине Турa килчe – этем пeлeт çине улaхрe…»

Шупашкар-Чaваш епархинчи савнa тaванaмсем, священниксем, манахсем, Турра юратакан пeтeм халaх!

Сире пурсaра та аслa та çутa уяв ячeпе – Иисус Христос Туррaмaр çуралнa ятпа – пeтeм чун-чeререн саламлатaп! Христос çуралать – мухтавлaр!

«Аслa та чаплaран та чаплa хaват» пулнa ятпа пeтeм тeнче савaнать. «Aспа виçейми хaвата» уявласа, пeтeм çутçанталaк хeпeртет. Ангелсем çеç мар, этем aрaвe те пeлсе çитейми мухтавлa та чаплa eçрен тeлeнмеллипех тeлeнет. Ун çинчен калаçма сaмах та çитес çук, aнланса илейми аслa eçе хисеплесе, пирeн пeр чeнмесeр шaп çеç тaмалла пек, таса пурaнaçлa Иоанн Дамаскин та: «чeмсeр тaни пирeншeн лайaхрах» тесе çырать. Анчах та тeнчене Çaлакан Христос Туррaмaр ?тленсе çын пулнине аса илсе, этем чeри юрламасaр, савaнмасaр чaтаймасть. Ку eç пулса иртни икe пин çул ытла eнтe, анчах та унaн иксeлми пeлтерeшe, аслaлaхe, ырaлaхe нихaçан та çухалас çук. Таса Хeртен Çaлакан çураласси çинчен, Арaм Вaрлaхe çeлен пуçне çапса çeмeресси çинчен малтанах каласа хунa пулнa (Пулт. 3:15), тeп аттесем, Авалхи Халал вaхaтeнчи халaхсем çав сaмах пурaнaçа килессе кeтсе-шанса пурaннa. Этеме калама çук юратнипе Турa Хaй каланине пурaнaçласа çeр çине килет. Этем aнланма пултарайман, çутçанталaк йeркисене те пaхaнман аслa хaват пулса иртет. Таса Хeр Марийaран нихaçта Шaнaçми, этем aстaнe пeлсе çитерейми Турa Ывaлe çуралать. Вeçeмсeрри, Пурне те тума пултаракан Турa, çылaхсaр пуçне пур тeшлeшпе те çын пулса, Хaй аллипе тунисем патне анать, Аслa Афанасий святитель каланa пек, «…эпир Турa евeрлe пултaмaр». Тeлeнмелле хaват пулса иртнe – Турa халлeнех юлса, Турa çын пулнa, çакaн хыççaн эпир, этемсем, Христоспа пeрле пай илекенсем пултaмaр. Григорий Богослов святитель çапла çырать: «Пирeн паянхи уяв çакна пeлтерет: пирeн Турa патне таврaнмалла пултaр тесе, Турa этемсем патне килчe». Çак аслa уяв – Христос çурални – Турa этеме, Хaй пултарнaскере, виçесeр юратнине пeлтерет. Вилeмсeрри, Пуринчен те Хaватли мaшкaла, асаплантарнине т?сет, «Вaл Хaйне Хaй тем таранччен йaвашлатса хeрес çинчи вилeмпех вилмелле пуличченех пaхaнса тaнa» (Флп. 2:8). Çaлакан açта çурални те тeлeнтермеллипех тeлeнтерет. Христос керменре мар, пуян та чаплa çуртра мар, çeр витере çуралнa; aна капaрлатнa вырaн çине мар, выльaх валли апат хуракан сырaша вырттарнa; Ун тавра кермен тарçисем мар, патшапа пeрле ç?рекенсем мар, кeт?çeсем те Вифлеем çaлтaрe хыççaн килнe тухaç aсчахeсем тaнa. Туррaмaр йaвашлaхне этем aстaнe пeлсе çитереймест! Вaл çак тeнчене влаçшaн, мул-пурлaхшaн, пeр халaх тепeр халaхран вaйлaрах, чыслaрах пулнине кaтартасшaн килмен, «Этем Ывaлe çухалнисене шыраса тупса çaлма килнe» (Мф. 18:11). Пирeншeн, кашни çыншaн, килнe. Павел апостол каланa тaрaх, Иисус Христос паракан çaлaнaç – «Турa панa ырaлaх вaл» (Еф. 2:8). Пирeн çав ырaлaха тивeçлe пулмалла: пирeн чeресем ç?лелле çeкленччeр, пирeн сaваплaх енне aнтaлмалла, мeншeн тесессeн «пире Турa пултарнa, пире Христос Иисус урлa ырa eçсем тума пултарнa, Турa пире çав eçсене пурaнaçлама хушнa» (Еф. 2:9).

Эпир нумайaшe пeчeкренпех хамaр çуралнa куна юрататпaр. Кашни çулах аса илетпeр, уявлатпaр çав куна. Aна пeтeм кил-йышпа уявлатпaр. Çавaн чухне çынна парнесем параççe, мухтаççe. Уйрaмах çак куна ачасем кeтеççe. Шухaшласа пaхар-ха – Ç?лти Аттемeр, Тeчене Пултаракан, пирeншeн Тaрaшакан çуралнa куна пирeн чaн савaнaçлa чун хавалeпе кeлтуса аса илмелле. Тeнчере тeрлe çeрте пурaнакан христиансем паян пeр пысaк çемье пек пулса Иисус Христос çуралнa куна чун-чeререн савaнса уявлаççe. Медиолан святителe Амвросий çак куна тимлeн кeтсе илме чeнсе çапла калать: «…eмeрхи Патша Туррaмaр Иисус Христос çуралнa куна тимлeн кeтсе илер, çавaн пек тaрaшнaшaн Вaл пире çeр çинчи чыс-хисепе мар, Ç?лти Патшалaхaн ырaлaхне парнелe».

Паян эпир Ача пулса килнe Христос Туррaмaра кeлeпе кeтсе илетпeр. Христос çуралнa кун, ытти чирк? уявeсем пекех, ахаль уяв мар вaл, пeр-пeрин валли парне хатeрлени, çeнe тумтир туянни, уяв апачe – чи кирли ку мар. Чи кирли – кeлтуни, вaл, çул кaтартнa Вифлеем çaлтaрe пек, пире Турaпа пeрлештерет. Aна чунтан-вартан тухакан сaмахсемпе чeнсе кeлтaвaр.

Иртнe çул пeтeм тeнчешeн çaмaл пулмарe. Пандеми пин-пин çын пурaнaçне татрe, йeркеллe пурaнaçа пaлхатса ячe. Савнa тaванaмсем! Çакaн пек кaткaс тапхaрта шуйханса ан ?кeр, шанaçа ан çухатaр, ытлашши ан кулянaр. Сире тухтaрсемшeн, чирлисемшeн Хeрхенекен кaмaллa Туррaмaра, Пурaнaç Хуçине кeлтума чeнетeп. Çaмaлттай aслa ан пулaр, хaвaр пурaнaçaр тата ыттисен пурaнaçe тeлeшпе сыхa та асaрхануллa пулaр. Чaваш çeрeн архиерейe, Шупашкар тата Чaваш митрополичe, канлeх çeре кайнaскер, хaй патне килнe çынсене «Турaпа яланах çaмaл» тесе лaплантарачe. Аптaраса ?кнe, малашне мeнле пурaнмаллине те чухлами пулнa çыншaн ку – чи aслa та тeрeс сaмах, çакaнтан лайaхраххине тупаймастaн. Пурaнaçра темeнле инкек-синкек сиксе тухсан та, малашне темeнле хурлaх т?сес пулсассaн та яланах çак сaмахсене асра тытaр, Варнава владыкaн Турра юрaхлa пурaнaçe, ырa ячe, Чирк?шeн тунa eçeсем eмeрех пирeн асaмра пулччaр.

Çитес 2021-мeш çул юбилей çулe пулать. Пирeн çeршыв чaн тeнпе пурaннa Александр Невский князь çурални 800 çул çитнине чаплaн уявлама хатeрленет. Александр Невский – святой, çулпуç, дипломат, патшалaх eçченe; вaл Русь çeрeнчи халaхaн хaйевeрлeхне тата Чaн Тeне пeтерме памасaр сыхласа хaварнa. 2021-мeш çулта тата Шупашкар-Чaваш епархийe йeркеленни 75 çул пулать. Вуншар-вуншар çулсенчи чирк? eçe-хeлeшeн яваплa пулса, пирeн малалла eçлемелле. Турa пулaшнипе Чaн Тeн йeркисене сыхласа хaвармалла, aс-хакaл еткерлeхне упрса пуянлатмалла, чaваш халaхне çутта кaларас eçе малалла тaсмалла, çамрaк aрaва мeн ыррине, мeн начаррине уяма хaнaхтармалла. Павел апостол сaмахeсене аса илсе, юбилей çулeнче Шупашкар-Чaваш епархийeнчи священниксене тата ытти çынсене çапла сунас килет: «Тaрaшас çeрте ан ?ркенeр; тaрaшасшaн çунса тaрaр; Турaшaн eçлeр» (Рим. 12:11).

Хаклa тaванaмсем, çак сaваплa кунсенче, Тухaçран килнe çaлтaрçaсем пек Турра парне к?ме чeнетeп – Aна ырa eçсем – юратса, ырa кaмaлпа, хeрхенекен кaмaлпа тунa eçсем – парнелeр. Сирeн чeресем ырa eçсем тума хатeр пулччaр. Ялан унчченхинчен нумайрах тума тaрaшaр, «тeреклe пулaр, ан иккeленeр, хaвaр eçлени Турa умeнче харама каяс çуккине пeлсе, Унaн eçне яланах тaрaшса туса тaрaр» (1 Кор. 15:58). Пeр-пeрне хисеплeр, юратaр, ваттисене пулaшaр, хaвaра к?рентерекенсене каçарaр, пeр-пeриншeн кeлтaвaр. Кашнийe хaйeн eçне çиелтен мар, Турa пулaшасса шанса, христиан пек тeплeн, сaпайлaн, йaвашшaн туса тaтaр.

Хаклa тaвансем, çак аслa та чаплa уяв кунeнче – Христос çуралнa кунра – эпe сире çакна сунатaп: тeнчене Çaлакан – çeр çине этем пулса килнe Турa – сире Хaйeн вeçeмсeр ырaлaхне, пиллeхне, уça кaмaлeпе епле пулaшнине кaтарттaр. Çак уявра тaванaрсемпе пeрле савaнaр, килeштерсе, тату пурaнaр. Раштав каçeнче ангелсем юрланa пек пултaр: «Мухтав çулти Турра, çeр çине канaçлaх килчe, çынсене ырaлaх çитрe!»

Хаклa тaванaмсем, çуралнa Çaлакан сире пурсaра та ырa сывлaхпа вaрaм кун-çул пиллетeр.

 

Турa пиллeхeпе высокопросвященнaй САВВАТИЙ, Шупашкар тата Чaваш митрополичe, Чaваш митрополийeн пуçлaхe

 

Христос çурални (Раштав)

2021 ç.

Шупашкар

TwitterGoogle BuzzFriendFeedFacebookВКонтактеМой МирLiveJournalDeliciousGoogleОдноклассники
  • О Епархии
  • Новомученики земли Чувашской
  • Правящий Архиерей
  • История Православия в Чувашии
  • История митрополии
  • Завещание великого просветителя Чувашии И.Я.Яковлева Чувашскому народу
  • Библия на чувашском языке
  • Центр подготовки церковных специалистов
  • Сектор заочного обучения
  • Отделы
  • Епархиальный отдел по религиозному образованию и катехизации
  • Епархиальный отдел по делам молодежи
  • Епархиальный миссионерский отдел
  • Епархиальный отдел по церковной благотворительности и социальному служению
  • Епархиальный отдел по тюремному служению
  • Епархиальный отдел по взаимодействию с вооруженными силами и правоохранительными учреждениями
  • Епархиальный отдел по взаимоотношениям Церкви и общества
  • Комиссия по канонизации святых Чувашской митрополии
  • Храмы
  • Монастыри
  • Новости
  • Архиерейское служение
  • Публикации
  • Анонсы
  • СМИ
  • Телевизионные и радио программы
  • Газеты, журналы
  • Журнал "Бог и человек. Вестник Чувашской митрополии"
  • Персоналии
  • САВВАТИЙ, митрополит Чебоксарский и Чувашский, глава Чувашской митрополии
  • СТЕФАН епископ Канашский и Янтиковский
  • ФЕОДОР епископ Алатырский и Порецкий
  • Секретарь Епархиального Управления
  • Фотогалерея
  • Видеогалерея
  • Гостевая книга
  • Контакты и реквизиты
  •